Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +0.3 °C
Шаланкӑ шыв кӑларать, ула курак пырса ӗҫет.
[ваттисен сӑмахӗ: 2507]
 

В.Г. Родионов — чӑваш сӑвви тӗпчевҫи

Чӑваш литература пӗлӗвӗ юлашки ҫулсенче пархатарлӑ ӳсӗмсем тунинче В.Г. Родионов тӗпчевҫӗ пайти пысӑк пулни куҫ кӗретех. Чӑваш чунне тӗнче умне кӑларассишӗн ӗҫлекенскерӗн пултарулӑхӗ тӗрлӗ сӑпатлӑ: фольклор тӗпчевҫи та вӑл, сӑмахлӑ культура теоретикӗ те, сӑвӑ тишкерӳҫи те, чӗлхеҫӗ те, сӑвӑҫ та...
Литература теорийӗпе историне лайӑх пӗлни, илемлӗ хайлава ӑста тӗпчеме пултарни, хӑй шухӑшне анлӑ контекстпа ҫураҫтарса ӑнлантарни В.Г. Родионов ӗҫӗсене татах та сулмаклӑрах тӑвать.
Чӑваш сӑввин аталанӑвне, уйрӑмлӑхне тишкерсе тӑван сӑмахлӑхӑн паллӑ тӗпчевҫи пысӑк ӗҫсем пичетлесе кӑларнӑ: «Чувашское и тюркское стихосложение» (1986), «Чувашский стих» (1992) т. ыт. те. Асӑннӑ кӗнекесенче автор чӑваш сӑввин кун-ҫулне, уйрӑмлӑхӗсене, илемлӗхне тӑван культура аталанӑвӗпе, чӗлхе синтаксисӗпе тачӑ ҫыхӑнтарса пӑхнӑ, кӳршӗ халӑхсеннипе танлаштарса пӗр-пӗрин витӗмне сӑнанӑ. Ахальтен мар ӗнтӗ В.Г. Родионовӑн пултарулӑхне вырӑссен паллӑ литературовечӗ, филологи наукисен докторӗ Б.П. Гончаров та ырӑ хак панӑ: «Перед нами - комплексное исследование. Воедино сведены и исходя из темы осмыслены данные литературоведения, фольклористики, музыковедения, языкознания (в том числе фонетики, изучения синтаксиса, диалектологии, ареальной лингвистики), истории, этнографии. Существенный момент В.Г. Родионова - обращение к общим проблемам тюркологии. Он выявляет место чувашей в многовековой истории тюрок» [2. 3].
Чӑваш литературоведенийӗнче сӑвӑ уйрӑмлӑхӗсене тӗпчесе ҫырнӑ ӗҫсем йышлах мар (XIX ӗмӗрти А. Фукс, В. Сбоев, Н. Ашмарин, Ф. Корш, Г. Комиссаров асӑнӑвӗсем, XX ӗмӗрӗн 20-30-мӗш ҫулӗсенчи Н. Золотовӑн, Хумма Ҫеменӗн, Г. Гелин, Н. Шупуҫҫыннин т.ыт.те сӑвӑхывӑм ыйтӑвӗ ҫинчен ҫырнӑ статйисем, 50-70-мӗш ҫулсенчи Н. Романов, Н. Павлов, Н. Иванов сӑнавӗсем). Асӑннӑ тӗпчевҫӗсем чӑваш сӑввин уйрӑмлӑхӗсене туллин тишкерме тӑрӑшнӑ пулин те, ӗҫсенче ҫитменлӗхсем те пур: чӑваш халӑх поэзине европа поэзийӗпе пӗр шайра курас тенӗрен хамӑр чӗлхе пуянлӑхӗ тата наци хӑй евӗрлӗхӗ пирки калакан шухӑшсем каярах юлнӑ. Чылай чухне сӑвӑ-юрӑ тишкерӗвӗсенче пусӑмлӑ тата пусӑмсӑр сыпӑксем черетленӗвне кӑтартса панипе ҫеҫ ҫырлахнӑ.
В.Г. Родионов вара пӗр-пӗр пулӑмӑн ум контексчӗ историре тымарлӑ пулнине ӗнентерсе ӗҫлет. Ҫавна май тӑван сӑмахлӑха авалхи тӗрӗксен литературин картине кӗртсе тишкерет, танлаштаруллӑ-историллӗ, ареал тата функци меточӗсемпе усӑ курса тӗрӗк чӗлхиллӗ халӑхсен сӑвӑ пӗлӗвне тӗпчет.
Чӑваш литература пӗлӗвӗнче ареал меточӗн уйрӑмлӑхне малтанласа В.Г. Родионов палӑртнине те каласа хӑвармалла. Асӑннӑ мелӗн пӗлтерӗшӗ пирки вӑл ҫапла ҫырать: «Знание истории образования историко-этнографической области в целом и ее этнических и этнографических групп необходимо и стиховедам. Это позволяет интерпретировать ареалы распространения того или иного компонента стихотворной речи. Изучение ареала распространения элементов стихотворной речи позволяет выявлению как причин центров их возникновения, так и направления иррадирующих волн и степень территориальной распространенности» [1. 18].
Чӑваш сӑввин кун-ҫулне, хӑй евӗрлӗхне палӑртас тӗллевпе вӑл кӗлӗ, вӗрӳ-суру чӗлхи, пил, ылхан, ӳкӗт, мӑн кӗрӳ такмакӗ, тупмалли юмах, юрӑ сӑмахӗсене тишкерет. Ритм, ҫавра тытӑмӗ, лексика, сасӑ повторӗ, психологи параллелизмӗ тата ытти терминсен пӗлтерӗшне тӗплӗ ӑнлантарать, фольклор пуянлӑхӗн тӗслӗхӗсемпе ҫирӗплетет. Халӑхра сӑмах вӗҫҫӗн ҫӳрекен хайлавсем те, ҫыруллӑ сӑмахлӑх та пӗр тымартанах вӑй илнине уҫӑмлӑ ӑнлантарать: «Стиховая система чувашской народной поэзии имеет многотысячную историю развития. Возникнув как форма экспрессивной речи в экстремальных ситуациях древнего человека, в дальнейшем она стала выполнять чисто художественную функцию: стилеобразующую функцию жанров и т. п. С этой точки зрения, история фольклорного стиха - это история многовекового развития всей народной поэзии» [2. 75].
Чӑваш сӑвви аталанӑвне В.Г. Родионов тӗпчевҫӗ ҫеҫпӗл йӑлана кӗртнӗ ҫӗнӗлӗхсем таранах тӗпчет. Тӑван поэзине ҫӗнӗ виҫе (силлабика-тоника) куҫарусем, чӑваш сӑвӑҫисен вырӑсла ҫырнӑ хайлавӗсем урлӑ сӑрхӑнса кӗнине сӑнать. Ҫеҫпӗлччен силлабика-тоникӑпа пӗрремӗш хут сӑвӑ шӑрҫалаканӗ Турхан Энтри пулнине асӑрхать.
Тӗпчевҫӗ Ҫеҫпӗл реформине те тӗплӗ тишкерет, пултарулӑх ҫул-йӗрне тӗрлӗ тапхӑрсем ҫине уйӑрса тӗпчет. Поэтӑн сӑвӑхывӑм уйрӑмлӑхӗсене, шухӑш-кӑмӑлне вӑл ҫав вӑхӑтри чӑваш ҫыннин ӑс-тӑнӗпе ҫураҫтарса сӑнать: «Традиционная чувашская логика согласования привела поэта к идее единства содержания и формы, части и целого... Сеспель был страстным сторонником соответствия формы стиха его пафосу, а через него содержанию. Такое стремление поэта соответствовало чувашской языческой идее гармонии» [2. 195].
Пӗтӗмлетсе каласан, В.Г. Родионов тӗпчевҫӗ пултарулӑхӗ чӑвашсен ӗмӗрсем хушшинчи чылай шыравӗсене асӑрхама май пачӗ. Чӑваш сӑввин кун-ҫулне тӗплӗн шӗкӗлчени, унӑн уйрӑмлӑхӗпе илемлӗхне ӑста куҫпа курма пӗлни тӑван литературӑра ҫеҫ мар, кӳршӗллӗ халӑхсен сӑмахлӑхӗнче те ҫирӗп никӗс пулса тӑчӗ.

Литература:

  • Родионов В.Г. Чувашское и тюркское стихосложение: учеб. пособие/ В.Г. Родионов. - Чебоксары: Изд-во Чуваш. ун-та, 1980. - 80 с.
  • Родионов В.Г. Чувашский стих: Проблемы становления и развития/ В.Г. Родионов. - Чебоксары: Чуваш. кн. изд-во, 1992. - 224 с.
  • Федоров Г. «Тавсси, профессор! Тайӑн пуҫӑм!..» / Г.Федоров // Ялав. - 1997. - 9№. - С. 53-58.
  • Юмарт Г. Ӑста тӗпчевҫӗ / Г.Юмарт // Чӑваш ен. - 1997. - Чӳк уй. 8-15-мӗшӗ (46№). - С. 5.

О.Г. Владимирова
Чувашский государственный университет им. И.Н. Ульянова


 
 
Статья каҫми :: Пичет версиӗ

Admin тӳрлетнӗ, информацие 2008-01-18 14:34:08 вӑхӑтра улӑштарнӑ. 4429 хут пӑхнӑ.
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем